Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫуллахи каҫ (Петӗр Хусанкай)

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ анӑҫа —
Пӗри пулать лаша, тепри тӗве...
Кун иртрӗ. Тӑрса юлчӗ манӑҫа
Никамшӑн палӑрми пур вак-тӗвек.

Ял-йышӑмсем ӗҫлерӗҫ уй-хирте,
Анне тӑрмашрӗ кил ӑш-чиккипе:
Эп килнӗ хӑнана, вӑл хӗпӗртет
Чун патӗнчи пӗр ӗмӗт ҫитнӗ пек.

Ҫеремлӗ картишне ларать сӗтел,
Сӗтел ҫине сар кӑкшӑм вырнаҫать.
Хӳме ҫурӑкӗнчен каҫхи хӗвел
Кӗрекене сентел тӗспе сӑрлать.

Эпир сӑра ӗҫетпӗр тав туса,
Эп кил-ҫурта сунатӑп перекет.
Анчах ман урӑххи килет аса,
Куҫ умӗнче йӑлт урӑх кӗреке...

Анне сисет. Вара эп сан ҫинчен
Ирӗксӗрех кала пуҫлап ӑна.
Ӗҫетӗп те — куркамӑн тӗпӗнче
Куратӑп санӑн тунсӑхлӑ сӑнна.

Эс — ман хӑймаланса йӳҫен сӑра,
Эс — ман тулли куркам, ман вӑй кӳрен!
Санран килет телейӗм пурнӑҫра,
Чӗрем сана чӑнне калать, ӗнен...

Пӳртҫи тӗлнех ак хыпрӗ Ҫич ҫӑлтӑр —
Ӗҫсе ӳпӗнтерейнӗ алтӑр пек.
Ан тив, ҫаплах кун-ҫул та ҫутӑлтӑр,
Хур кайӑк Ҫулӗ пек ялтратӑр тек.

Шав тӑсӑлать-ха пирӗн калаҫу:
Тӳлек уяр! Ӑҫтан халех выртан?
Умра икерчӗ, тӑвараллӑ ҫу,
Умра мухтавлӑ, ӗмӗрхи шӑрттан.

Вӑл, ахӑр, астӑвать Аттиллӑна,
Ӑна тутаннӑ Чингисхан, Тимур;
Хаяр Иван юратнӑ тет ӑна...
Шӑрттан! Ун хӑйӗн кунӗ-ҫулӗ пур.

Сып-сывӑ та сӗтеклӗ хальчченех,
Сыв пултӑр малашне те вӑл эппин!
Ҫӗршер ҫул витӗр ҫитнӗ кучченеҫ
Кӗрекерен вӑл тухмӗ паян тин...

Вӑрах пырать-ха пирӗн калаҫу.
Таҫта пытанчӗ уйӑх ывӑси.
Эпир иксӗмӗрех, никам та ҫук:
Анне те эпӗ — каскӑн йӑх асси.

Ак Алтӑр-Ҫӑлтӑр та ҫавӑрӑнать,
Атӑлалла тӑсать хӑй аврине.
Тытсам эс, тусӑм, тытса чар ӑна,
Астив савса сӗнен тав куркине.

Мӗнпе эс йӑпанатӑн-ши ҫак каҫ?
Санран хыпар та ҫук, чиперӗмҫӗм!
Кунти лӗп ҫил вӗҫсе ҫитсен кас-кас,
Мана эс асӑнса илмерӗн-шим?

Епле пулсассӑн та, паян сана
Пуриншӗн те чунтан эп тав тӑвап.
Никам та мар — пӗр эс, пӗр эс кӑна
Мана тытса ҫыртартӑн ҫак сӑвва.

1946

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-28 23:23:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3048 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем